Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Улатӑрти дендрологи паркӗ

Улатӑрти дендрологи паркне 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Сӗве юханшывӗ хыҫӗнчи 10 га лаптӑклӑ пуш хирте никӗсленӗ.
Вӑрмана Григорий Аниолович Сулимо-Самуйло ертсе пынӑ пенсионерсен ушкӑнӗ лартнӑ. Кашни пенсонер хӑй ирӗкӗпе, хӑй ӑсӗпе хутшӑннӑ. Лартнӑ вӑрман хыҫҫӑн Улатӑрти стедентсемпе шкул ачисем пӑхнӑ.
1973 ҫулта дентропарк СССРӑн ВДНХ дипломне тивӗҫлӗ пулнӑ. 1978 ҫулта РСФСРти чи чаплӑ вӑрмансен куравӗ-конкурсра ҫӗнтерӳҫе тухнӑ.
20 ҫул ытла парка Григорий Аниолович Сулимо-Самуйло ертсе пынӑ. 1983 ҫулта ӑна ку ӗҫре Георгий Петрович Громилов улӑштарнӑ. Георгий Громилов Г. А. Сулимо-Самуйло юлташӗ, унӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ. Ҫапла ҫутҫанталӑка упранишӗн, 2005 ҫулта Георгий Громилов Улатӑр хулин хисеплӗ гражданинӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ.
Халӗ парк республика шайӗнче хӳтӗлекен ҫӗр. Унӑн лаптӑкӗ 238 га, унта ҫӗр ытла тӗрлӗ ӳсентӑран ӳсет.

По-русски


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-11-07 18:06:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4738 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем